Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ.
«Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ.
Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ.
Шупашкарта, Ҫӗрпӳре тата Шупашкар районӗнче ача пахчисем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 396,1 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Документа ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче 240 шӑпӑрлан ҫӳремелӗх ача пахчи пулмалла. Ӑна тумашкӑн 162,1 миллион тенкӗ парӗҫ. Шупашкарта вара 160 шӑпӑрлан вырнаҫмалӑх ача пахчи хута ярасшӑн. Ку тӗллевпе 145,3 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ҫӗнӗ ача пахчине вара 110 пепке ҫӳрӗ. Унти строительство валли 88,6 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: 2018-2019 ҫулсенче 17 ача пахчи тума Чӑваш Ен хыснинчен – 2,4 миллиард, федераци хыснинчен 1,8 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Шупашкарти ачасем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли юрӑ ҫырасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, диск хатӗрлеҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Я расскажу вам о войне…» (чӑв. Эп сире вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартатӑп) ятпа диск ҫырасшӑн.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк вокалистсем патриотла юрӑсене ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпӑрлансем Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинчи юрӑ ҫыракан студире диск хатӗрлеҫҫӗ. Унти юрӑ студине 2017 ҫулта туяннӑ. Ҫавӑнта хулари паллӑ артистсем те пырса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем юрлама ӑста арҫын ачасемпе хӗрачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем «Катюша», «Синий платочек», «Журавли» тата ытти юрра шӑрантарнӑ.
Акан 19-мӗшӗнче республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑ. Тӳрех каласа хӑварар: муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑ.
Республика конкурсӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» ята Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри воспитатель» вара – Вӑрмар районӗнчи «Родничок» ача пахчин воспитателӗ Антонина Юнатанова. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Ирина Иванова илнӗ.
«Ҫулталӑкри психолог» - Канашри транспортпа энергетика техникумӗн вӗрентекенӗ Дина Мифтахутдинова, «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Шупашкарти 27-мӗш шкулти Наталья Иванова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Ангелина Антонова ҫӗнтернӗ.
Чи лайӑх педагогсем республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫентерӳҫӗсене Элтепер премине параҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче чи лайӑх воспитательсене тата педагогсене чысланӑ. Вӗсене кубок, диплом тата хаклӑ парнесем панӑ.
Каҫал «Ҫулталӑкри воспитатель» ята Шупашкарти 130-мӗш ача пахчин воспитателӗ Ольга Лихова, 128-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен Татьяна Волчкова тата 158-мӗш ача пахчинчи Елена Хураськина тивӗҫнӗ.
«Педагог-профессионал» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ тата призер ячӗсене ҫаксем илнӗ: 106-мӗш ача пахчинчи логопед Екатерина Спиридонова, 25-мӗш ача пахчинчи вӑй-хал культурин инструкторӗ Мария Самотаева, 11-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Светлана Сергеева.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса 105 ҫын хутшӑннӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.
«Чӑваш вӑййисем» номинаци
1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;
2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;
3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци
1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);
2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);
3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).
Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци
1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);
2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);
3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);
3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);
3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).
Пӗтем Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Лайӑх хыпар Чӑваш Ене те ҫитнӗ: Шупашкарти икӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх ача пахчисен йышне кӗнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари 205-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» номинацире лауреатсен дипломне тивӗҫнӗ.
Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар хулинчи 136-мӗш ача пахчи «Шкул умӗнхи вӗренӗве пысӑк пахалӑхпа панӑшӑн» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман.
Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ.
Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар.
Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Кӑҫал Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Нумаях пулмасть юбилей валли паллӑ суйланине хыпарланӑччӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пырать. Унта 10 ятран пӗрне суйлама сӗнеҫҫӗ.
Сасӑлава хутшӑнас килет тӗк портала кӗрӗр. Унта ҫак ятсене сӗннӗ: Чеба, Волгарик, Тарават (ырӑ кӑмӑллӑха, Шупашкарта нумай наци ҫынни пурӑннине кӑртартать), Савик («сав» чӑваш сӑмахӗнчен), Жемчужинка, Чеб, Чебокряша, Чебоксарик, Чебик. Сасӑлав умӗнхи ыйтӑма ача пахчисенче ирттернӗ, вӗсенче 200 ытла ят сӗннӗ. Вӗсенчен 10-шне сасӑлав валли суйласа илнӗ.
Аса илтерер: юбилей палли – кӑвакал, шӑпах ҫак кайӑк хулан гербӗ ҫинче пур.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтра тӑвакан ача пахчисенче ӗҫлеме килӗшекенсене шыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Университет, Кувшинка, Хӗвеллӗ, Соляное, Ҫӗнӗ хула, Садовӑй микрорайонсенче тата Йӑлӑмри Сосновка посёлокра ача пахчисем хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкар хули 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче уҫасшӑн.
Ҫӗнӗ ача пахчисенчен хӑшӗсем валли ертӳҫӗсем тупӑннӑ та иккен. Халӗ воспитательсене, кӗҫӗн воспитательсене (унчченхилле каласан, няньӑсене), методистсене, кухньӑра ӗҫлекенсене, вахтёрсене, администраципе хуҫалӑх енӗпе тӑрӑшакансене шыраҫҫӗ.
Ӗҫе вырнаҫас текенсене Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртри 3-мӗшпе 4-мӗш пӳлӗмсенче кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |